Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раштав уйӑхӗ, Мускав (29, ВРТТТ)

Йӑлт! тухса ӳкрӗ
йӑлтӑркка ӑшӑ пӗрчӗ
юр ҫине.
Куҫран ӳксе юлнӑскере иртен-ҫӳрен
курмарӗ,
сивӗ чӗпӗтнӗрен – кам ӑҫталла –
саланчӗ.
Папка ҫеҫ
пепкенни пек ырӑ тӗлӗкӗнче
тутине хускатса илчӗ.
Атӑл ҫеҫ
аслӑ хусканӑва туйса
асамат кӗперӗ пек йӗрсемпе
пӑр валемлеме
палӑртрӗ.
Ҫав вӑхӑтран пуҫласа
ҫӗр-анне варӗнче
ҫур кунне ӳтленчӗ.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-27 16:15:39 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2660 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем